Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрҫӑ вӑййи (Г. Волков)

Тетене — Волков Геннадий Г.Н.Волков академике — халаллатӑп


Генӑпа Толя ҫине тӑрсах уроксем хатӗрлеҫҫӗ. Тетӗш пуҫне кӗнекерен ҫӗклерӗ те:
— Толя, ыран вырсарни кун. Атя-ха, пуҫтар пур кас ачине те. Хӗрачасене те чӗн. Вӑрҫӑ вӑййи ирттерӗпӗр. Атту чылай пулать эпир пуҫтарӑнманни. Ик енче те десант отрячӗсем тӑвӑпӑр. Пурте йӗлтӗрпе пулччӑр. Винтовка макечӗсем те илмелле. Хӗрачасем сестрасем, санитаркӑсем пулӗҫ. "Аманнисене" ҫапӑҫу хирӗнчен сӗтӗрсе тухӗҫ.
Гена ӗлӗкрех те вӑрҫӑ вӑййисем ирттеркелетчӗ. Халь ак фашистсем пирӗн ҫине тапӑнсан тата, пирӗн ҫарсем чакса пынине шута илсе те пуль, вӑрҫӑ вӑййисене час-часах ирттерме тытӑнчӗ. Вӑрҫӑччен "шуррисемпе" "хӗрлисем" ҫапӑҫатчӗҫ пулсан, халь вара — "фашистсемпе" "хӗрлисем".
Тепӗр кунне ирех Йӑлӑмкас ачисем Генӑсен ҫурчӗ умӗнче пуҫтарӑнчӗҫ, Гена икӗ командира ҫирӗплетрӗ: Саньккана "хӗрлисен" отрячӗн командире турӗ. Юманккана — "нимӗҫсен" десант командире. Вӗсен умне вӑл ҫакӑн пек тӗллев лартрӗ: — "нимӗҫсен" отрячӗ ҫил арманӗ патӗнчен иртсе тӗпсӗр кулӗн кӑнтӑр ҫыранне вырнаҫмалла. Унтан улӑхпа хӗвел анӑҫнелле ҫул тытмалла. Сахай варӗн вӗҫне ҫитсе ун тӑрӑх ҫурҫӗрелле хӑпармалла. Елчӗк ҫулне 700-800 метр ҫитиччен юр чавса пытанса выртмалла.
"Хӗрлисен" икӗ пая пайланмалла. Пӗрремӗшӗ хӑйӗн ҫулне Сталин поселокӗнчен пуҫламалла. "Нимӗҫсене" систермесӗр Сахай вар енне куҫмалла. Тепӗр пайӗн Йӑлӑмкасран тухса иккӗмӗш бригадӑн йӗтемне ҫитсе пытанмалла. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗррере "хӗрлисен" хӗвел анӑҫӗнчен тата хӗвел тухӑҫӗнчен "нимӗҫсен" отрядне тапӑнмалла, ӑна ҫавӑрса илсе Елчӗк ҫулӗ ҫине тухма памалла мар.
Юманкка отрядӗнчи командирсем: Катайкки Санькки, Микулай Йынкки, Чулмек Ваҫлейӗ. "Хӗрлисен" командирӗсем — Никатӑр Толи, Уҫӑп Толи, Зайлам Пети. Икӗ енчен те ҫирӗмшер арҫын ача, виҫшер хӗрача, Санькка Толяна вунӑ салтак тата икӗ санитарка уйӑрса пачӗ те Елчӗк ҫулӗпе Сталин поселокнелле ҫул тытма хушрӑ. Пурте йӗлтӗрпе, "винтовкӑсем" ҫакнӑ. Санитаркӑсем хӗрлӗ хӗреслӗ сумкӑсемпе.
Юманкка та хӑйӗн салтакӗсене ҫил арманӗ ҫумӗпе Тӗпсӗр кӳлӗ патнелле вӑрттӑн илсе кайрӗ.
Генӑн штабӗ Елчӗк сӑртӗнче ҫултан пӗр ҫӗр метр кӑнтӑрарах вырнаҫрӗ. Ӑна икӗ отряд, та лайӑх курӑнать. Ара, ку штаб икӗ отрядшӑн та яваплӑ-ҫке-ха. Вун икӗ сехет иртсен Сахай варӗпе хӑпаракан "нимӗҫсен" отрячӗ курӑнса кайрӗ.
— Пӑх-ха, пӑх, Йынкка, — терӗ Гена хӑйӗн ҫумне Йӑран Йынккине, — Юманкка хӑйӗн отрядне тӗрӗс мар шутарать вӗт. Вӗсем вар тӗпӗпе пырас вырӑнне унӑн хӗвел тухӑҫ ҫыранӗпе шӑваҫҫӗ. Лешсем кӑна веҫех кураҫҫӗ. Кун пек тумалла марччӗ ун. Ку — «нимӗҫсен» ҫитменлӗхӗ, йӑнӑшӗ. Халь ак кур Сталин поселокӗнчен шӑвакан "хӗрлисене". Кусен ҫулӗ ҫинче вар тавраш та ҫук, анчах вӗсем лапам тупса унпа шӑваҫҫӗ тата пӗшкӗнсе пыраҫҫӗ. "Хӗрлисен" тепӗр пайне йӗтемри ампар веҫех хуплать. Кусем те "нимӗҫсем" патне ним систермесӗр ҫывхараҫҫӗ.
Вун виҫӗ сехет. Сахай варӗнче шӑв-шав пуҫланчӗ. "Хӗрлисем" хӗрлӗ ялав ҫӗклерӗҫ те "урра!" кӑшкӑрса "нимӗҫсем" еннелле ыткӑнчӗҫ. Лешсем "хӗрлисем" кӗтмен ҫӗртен тӑпӑннипе ҫухалсах кайнӑ иккен. Сахай вар тӑрӑх ҫурҫӗрелле, Елчӗк ҫулӗ еннелле, чупса тухса хӑтӑласшӑн. Анчах Сталин поселокӗнчен килекен "хӗрлисем" Сахай варне ҫурҫӗртен "хупма" ӗлкӗрчӗҫ те. "Хӗрлисем" "нимӗҫсен" десантне пур енчен те ҫавӑрса илчӗҫ, Ункӑран тухма памарӗҫ. Алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫма пуҫларӗҫ. Пӗр-пӗрне юр ҫине ӳкереҫҫӗ. Укнисене хӗрачасем йӗлтӗр ҫине хурса Йӑлӑмкас еннелле сӗтӗреҫҫӗ.
— Йынкка, Йынкка, сӑна-ха, ункӑ варринче ҫапӑҫсах каймарӗҫ-и? Кун пекки пире кирлӗ мар. "Нимӗҫсен" командирне иккӗн-виҫҫӗн тапӑнмарӗҫ-и? Ара, ку Юманкка вӗт! Урӑх унта ун пек тӑсланкӑ ҫук. Тавай, ҫавӑнталла васкар-ха. Ҫапӑҫни илемлӗ мар.
Пирӗн — вӑйӑ, ҫапӑҫу мар.
Йӗлтӗр айӗнчи юра чӗриклеттерсе Генӑпа Йынкка Сахай варнелле васкарӗҫ. Мӗн курчӗҫ-ха вӗсем: Юманккана виҫҫӗн ҫавӑрса илнӗ, ытларах унпа Толяпа Леля ҫапӑҫаҫҫӗ. Уҫӑп Толи те чупса пырса ҫапкалать иккен. Ак тата Юманккан сӑмсинчен юн юхмасть-и? Чӑнах та вӗт.
Йынккапа Гена ҫапӑҫакансем патне васкаса чупрӗҫ. Юманкка сӑмсинчен шӑпӑртатсах юн юхать. Паллах, икӗ енӗ те хӑраса ӳкрӗ. Ҫапӑҫма чарӑнчӗҫ. Толя Юманккана юр иле-иле парать. Лешӗ вара сӑмсине юрпа пусса ӑна юхма чарасшӑн.
— Вара мӗнле-ха капла? Эсир виҫҫӗн пӗр ҫынна тапӑннӑ. Кун пек юрать-и? Ку вырӑнлӑ мар. Кӗрешме юрать. Эсир ҫапӑҫсах кайнӑ. Юн юхтармаллах.
— Ара, Юманкка — пит шултра ҫын та, Тимахви тетерен пӑртак кӑна пӗчӗкрех те, пӗччӗншерӗн мӗн тӑвайӑн унпа? Ӑҫтан унпа кӗрешӗн? Ҫавӑнпа иккӗн тапӑнтӑмӑр. Уҫӑп куккасен Толи те пире пӑртак пулӑшкаларӗ, — терӗ Леля сывлӑшне ҫавӑрса илеймесӗр.
— Санькка, сан чармалла пулнӑ ку ҫапӑҫӑва. Эс курмастӑн-им? Эс — командир, куншӑн айӑплӑ.
— Эп ун чух "нимӗҫсене" Сахай варӗн тепӗр енче пӑхӑнтараттӑм. Ҫитсе ӗлкӗреймерӗм.
— Юн юхма чарӑнчӗ-и, Юманкка?
— Ашкӑнчӑк санӑн салтакусем, Санькка. Мана хӗнесе пӗтерчӗҫ. Сӑмсана ҫӗмӗрчӗҫ.
— Каҫар, кунта манӑн та айӑпӑм пур-тӑр. Сиссе те юлаймарӑм. Ҫийӗнчех ҫитеймерӗм, — хӑйне айӑпласа хуравларӗ "хӗрлисен" командирӗ. Сӑмахне маларах тӑсса куларах ҫапла вӗҫлерӗ: — Юманкка, ан кулян, сӑмсу веҫех ванман пуль-ха.
— Атя, пӗтӗмлету тӑвар. Каяр пуль йӗтеме. Кунта ҫил ҫинче тӑрар мар, атьӑр, шутарӑр йӗлтӗрсене ман хыҫҫӑн, — хушрӗ Гена.
Пурте пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах Гена хӑй кӑмӑлсӑртарах пулнине пӗлтерчӗ.
— Ку питӗ вырӑнсӑр пулчӗ. Юманкка, каҫар. Сан умӑнта мана та аван мар.
— Гена, нимех те мар. Эпир ҫапӑҫман. Перкелешрӗмӗр ҫеҫ. Эпир пӗр-пӗрне ҫилленсе тунккемен. Мана ӳкерес тесе пӑхрӗҫ вӗсем, ҫавӑн чух пуҫа пӗкрӗм пуль те сӑмсана лектерчӗҫ. Ман сӑмси те пӑртак ачаштарах пулмалла тата карӑнарах та тӑрать-и, — пӑртак лексенех юн юхтарма тапратать. Ним те мар. Иртет. Калаҫмалли япала мар. Вӑйӑра ун пекки, Гена, пулать ӗнтӗ.
— Пӗтӗмлетӳ туса эп ҫакна каласшӑн. Икӗ отряд та хӑйсен пирвайхи вырӑнӗсене лайӑх, хӑй вӑхӑтӗнче йышӑнчӗ. Юманккан юлашки позицине йышӑнма ҫул тытнӑ чух пӗр йӑнӑш пулчӗ. Вӑл хӑйӗн отрядне тӑшмана курӑнмалла, ҫуллӗ ҫыранпа илсе пычӗ. Вар тӗпӗпе шумаллаччӗ.
— Гена, сана пӳлсе калам-и? Мӗншӗн ҫапла турӑмӑр-ха эпир? Мӗншӗн тесен вар тӗпӗнче путӑк-лакӑм нумай. Тата таран кӗрт хунӗ. Ҫавӑнпа та вар тӗпӗпе шума кансӗр пулчӗ. Эсӗ пур пӗрех тӗрӗс калатӑн, темле йывӑр пулсан та пирӗн тӑшмана курӑнмалла мар шумаллаччӗ. Ку — пирӗн йӑнӑш.
— Юманкка, эсӗ хӑвӑн йӑнӑшна йышӑнни мана хаваслантарать. Эсир ҫыран тупинчех пытӑр. Кӑна пула вӑрттӑнлӑха ҫухатрӑр. Пӑртак аяларах анмаллаччех. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: "хӗрлисем" "нимӗҫсене" ҫавӑрса илчӗҫ. Куншӑн вӗсене мухтатӑп. Анчах та ҫапӑҫу вӗҫне веҫех пӑсрӗҫ. Ҫапӑҫса кайрӗҫ. "Нимӗҫсен" командирӗн сӑмсине ватрӗҫ. Ку пулмасан эпӗ "хӗрлисем" ҫӗнтерчӗҫ тесе калана пулӑттӑм. Шел те, халӗ ҫакна шута илсе ҫапларах хак парасшӑн паянхи вӑрҫӑ вӑййине: ҫӗнтерекенсем те, парӑннисем те ҫук.
Малта "хӗрлисен" отрячӗпе "нимӗҫсен" ушкӑнӗ пырать. Ҫапӑҫу вӗҫӗ пӑсӑлнишӗн пурте кӑмӑлсӑр, килӗсене шарламасӑр шӑваҫҫӗ.
Хыҫалтан Генӑпа Йынкка пыраҫҫӗ. Вӗсем те кӑмӑлсӑр. Калаҫӑва икӗ отрядӑн ертӳҫи пуҫларӗ.
— Пӗлетӗн-и, Йынкка, мана паян Варкки инке вӑйлӑ пама пултарассине?
— Мӗншӗн?
— Мӗншӗн тетӗн? Юманккан сӑмсине ҫӗмӗрсе юн юхтарнӑшӑн.
— Варкки инке ун ҫинчен ӑҫтан пӗлтӗр? Юманкка ун пек ача мар. Амӑшне нихӑҫан та шалӑп тавраш памасть.
— Юманкка ун пек маррине пӗлетӗп. Анчах инке куҫсӑр мар вӗт. Ачин сӑмси пашалу пекех пулса кайнӑ мар-и? Варкки инке хӗрӳ ҫын. Вӑл итлемест те, илтмест те. Хӑй ҫеҫ янрашать. Аван мар пулчӗ. Ну халь тин мӗн тӑвӑн? Ман айӑпӑм пурах. Эпӗ — вӑйӑ ертӳҫи.
Гена чӑнахах та тӗрӗс шутланӑ иккен. Киле ҫитнӗччӗ кӑна, йӗлтӗре хывса пурте кӗрсе ӑшӑнайнӑччӗ ҫеҫ, хӗрсе кайнӑ Варкки инке хашкаса ҫитрӗ те.
— Кени, мӗншӗн вара ҫапла хӑтланатӑр?! Мӗншӗн пирӗн Юманккана хӗнесе пӗтернӗ?! Мӗншӗн ҫынна ҫапла мӑшкӑлламалла тет?
— Инке, ӑна никама та хӗнеттермен эп. Вӑрҫӑ вӑййине вылянӑ чух пӗри сӑмсаран лектерчӗ. Хӗнес тесе пултарнӑ япала мар ку.
— Ан калаҫ-ха кирлӗ мара! Мӗнле хӗнеттермен тет? Э? Мӗнле хӗнеттермен тет? Сӑмси веҫех ишӗлсе кайнӑ вӗт! Пӗлтӗр те пӗрре ҫапла тунӑччӗ эсир Юманккана. Кулатӑр-им ҫынран?!
— Кин, кин, мӗн пулчӗ ҫак? Кама кам хӗненӗ? Пирӗн ачасем ҫапӑҫакан марччӗ-ҫке, — асар-писер кӑшкӑрашӑва хутшӑнмасӑр чӑтаймасӑр вӑрӑм сак ҫинче ларакан асанне сас пачӗ.
— Праски инке, кур-ха, мӗн турӗҫ вӗсем паян Юманккапа? Хире вӑрҫӑ вӑййи выляма илсе кайрӗҫ. Эпӗ ҫакна хирӗҫ мар, ку кирлех пуль-ха. Сӑмсаран ҫапса веҫ хӗнесе пӗтернӗ ачана. Пальти те юн ӑшӗнче. Сӑмсине ишсе янӑ. Вара вӑйӑра питрен ҫапаҫҫӗ тет-и?! Э?! Алӑ-ураран ҫапмалла.
— Ачасем, ҫапӑҫмалла мар. Ҫапӑҫмасӑр вылямалла. Эсир Юманккапа яланах лайӑх, нихӑҫан пӗр харкашмасӑр выляканччӗ-ҫке. Мӗнле вара ҫапӑҫса кайрӑр? Ун пек юрамасть. — Хӑй ҫавӑнтах вӗтӗ табак савӑтне алла илсе уҫрӗ те пӗр чӗптӗм илсе сӑмса шӑтӑкне кӗртрӗ, виҫӗ хут апчху! терӗ. Хӑйне хӑй "Сывлӑха!", "Ҫапла пултӑр" текелерӗ.
Куршӗ инке алӑка мӗнле асар-писер шалтлаттарса кӗчӗ, ҫавӑн пекех ҫил-тӑвӑл кӑларса тухса кайрӗ. Гена хурав парса ӗлкӗреймерӗ. "Варкки инке яланах ҫапла: ҫатӑртатать-ҫатӑртатать, никама та итлемест. Юманккапа чӑнах та лайӑхах пулмарӗ. Вӑйӑра ҫапӑҫса каймалла марччӗ. Улӗмрен манӑн та сыхӑрах пулмалла. Вӑйӑ тени хӑш чух сисмесӗрех ҫапӑҫӑва та куҫса кайма пултарать ҫав. Ку маншӑн асӑмра юлмалли япала, улӗмрен асӑрхануллӑрах пулмалла".
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Юманкка сиктерсе те ҫитрӗ.
— Анне килсе сире тустарса кайрӗ пуль-ха? Ан кай тесен те итлемерӗ.
— Чӑнах та, Юманкка, инке мана вӑйлӑ пачӗ. Кунта юнашарах сӑмса ватакан Толя мӑшлатса ларать, ӑна пӗр сӑмах та лекмерӗ. Эпӗ кӑна айӑплӑ.
Асламӑшӗ апат хыҫҫӑн кашӑк-тирӗк ҫуса тӑратчӗ, пур пӗр калаҫӑва хутшӑнаймасӑр чӑтаймарӗ.
— Юманкка, чӑнах та ҫапӑҫса кайрӑр-и вара? Вылямалла кӑна. Ҫапӑҫмасӑр вылямалла. Ҫапӑҫу — кирлӗ япала мар.
— Асанне, ҫапӑҫман эпир. Пӗр-ик хут сӑмсаран лектерчӗҫ те юн кайрӗ. Кун пекки ман ӗлӗк те пулкаланӑ. Сӑмси ҫапларах, ачашрах ман. Ҫапӑҫман эпир, асанне, тӗрӗссине калатӑп.
— Эп те Варкки кине ҫапла каларӑм. "Юманккапа пирӗн ачасем нихӑҫан та ҫапӑҫмаҫҫӗ. Яланах килӗштерсе выляҫҫӗ", — терӗм. Вӑл пур, хӑнк та тумарӗ. Тен, ун чух илтмест те-и? Ан ҫапӑҫӑр. Сире тата, куршӗсене, ҫапӑҫни те вырӑнлӑ мар. Ирӗн-каҫӑн пӗрле. Куршӗсен яланах туслӑ пулмалла. Куршӗ тени вал ҫывӑх тӑванпа танах.
Варкки инке кӑшкӑрашнӑ чух шӑпӑрт ларакан Толя та халь калаҫӑва хутшӑнас терӗ пулмалла. Вӑл хӑйне айӑплах туять пуль ҫав. Юманккан сӑмсинчен паян ӑна пулах юн шӑпӑртатмарӗ-и-ха ара?
— Касса кайса вылянӑ чух чикӗрен тухса кайнине сисместӗн те. Паян та ҫапла пулчӗ. Леляпа иксӗмӗр йӑвантарас терӗмӗр. Вара ҫапкалама тапратрӑмӑр. Сӑмсаран та лектертӗмӗр. Юн курсан, паллах, чарӑнтӑмӑр. Хӑраса ӳкрӗмӗр.
— Нимех мар. Толя. Вӑйӑра-мӗнре кун пекки пулма пултаратех, — хура куҫӗсемпе ҫиҫтерсе куларах сӑмах хушрӗ "нимӗҫ" командирӗ.
— Толя, инке тӗрӗссине каларӗ. Вылянӑ чух ҫапкаласси пулма пултаратех, анчах нихӑҫан та питрен-куҫран пемелле мар. Питрен пени ҫыннӑн кӑмӑлне те пӑсма пултарать. Паян пирӗн начар килсе тухрӗ. Халь эсир иксӗр те куратӑр ҫакна. Эпӗ те, ертуҫӗ пулнипе, айӑплӑ. Кӑна пӗлнӗ пулсан вӑйӑ умӗн ас тутараттӑмччӗ. "Пулсан" тесе тӗрӗсех каламарӑм, ман ун пирки ас тутармаллаччех. Ҫакна пула вӑйӑ вӗҫӗ пӑсӑлчӗ. Ӑна эпир пурте куртӑмӑр.
Г. Волков>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-11-07 16:16:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2199 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем